Ҫумӑрпа Асфальт

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Исленсе кӳпчекен Тӗнчене асӑрхамӑш пулса

Асфальта - чӗртес пек - чӗпӗтет те ҫыртать ӑшӑ Ҫумӑр.

"Хытанка - витереймӗр пӗрех! - кӳлешетчӗ¹ Тусан, -

Хӑть эрне тӑршшӗпех чарӑнмасӑр, выртсах, ҫыртӑр - ҫуллӑр!

Йӳплемесӗр² ӗҫне пурнӑҫлать - илтмен пек, курман пек -

Ухӑнсах ухӑтать³ сывламан Асфальта лӑпкӑ Ҫумӑр...

Ӑт, тӗнче! Ҫурӑлса е ҫурса тухрӗ мар-и Чечек?!

Мӗн тӑвать асапа куракан Пултару - курӑр! Курӑр!

кӳлеш¹ - кӗвӗҫ; ревновать.

йӳпле² - итле; внимать.

ухӑт³ - сипле; врачевать молитвами.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха