Хурать-ха Вӑхӑт тепӗр саплӑк
Хурать-ха Вӑхӑт тепӗр саплӑк
Ыратнӑ вырӑн тӗлӗнче:
Алли пырать - ҫӗвви те чаплӑ -
Телейлӗ кулӑ пек ҫинҫе.
...Кӗсье тусах ӑста хӑртанӑ¹
Мӗнпе тултарӑн? - Хӑв суйла!
Ну, Самана, кала, мӑнтарӑн,
Ырри сутмалӑх пур-и сан?
Тарпа тӳлетӗп ырӑ ятшӑн!
Чӗлхем пуласӗшӗн - юнпа!
Туса ан тив кӑна, тархасшӑн -
Катса илмелӗх, ме² - шӑпам!
¹хӑрта - сапла, юса; латать, чинить.
²ме - тыт, ил; на, бери.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха