Ватӑ Атӑл

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫаплипех: чипер те ватӑ,

Аттеле сӑнать айшатӑн

Хуйхине пусарнӑ Атӑл...

Ҫаплипех: тасах-ха ятӑм,

Ҫитрӗм, акӑ - пул-ха хапӑл,

Хыпрӗ ӑш - ӗҫтер ӑс-хакӑл...

Ҫаплипех: хухсан хӑватӑм

Кӑн-кӑвак куҫна пӑхатӑп -

Пысӑк эс, эп - пӗӗӗчӗк катӑк...

Ҫаплипех: эс ман, эп санӑн.

Пур-пӗрех! Савса курманнӑн

Пӗр-пӗрне сыпар тумламӑн...


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха