Шӑрӑх тата Сулхӑн

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Бетон хула урамӗ тӑрӑх

Шуса ҫӳрет ӳркевлӗн Шӑрӑх -

Ҫӑтса пырать карма ҫӑвар

Ҫӑра тусан, тӑварлӑ тар...

Таҫта кунтах - сисетӗп - пур-ха

Хӳтте илме пултарнӑ Сулхӑн.

Тупасчӗ ҫеҫ! - яланлӑха

Саклатлӑх хывӑп шӑплӑха.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха