Тӗрӗслеҫҫӗ татах…
...Хӑпӑтса хӑварать Теветкеллӗх
Шиклӗхпе хутӑрланӑ хивре йӗннӗме¹
Чӗнекен ирӗке ҫӗкленмелӗх,
Вилӗмпе пӗтӗҫсех тепӗр хут чӗрӗлме.
Хуртланса кайиччен лӗпӗшлентӗр
Асапра хӗсӗнсех ҫунатланнӑ Хавха².
Курмалли-пӗлмелли вӗҫленмен-тӗр:
Тем валли тӑрӑшсах тӗрӗслеҫҫӗ татах…
йӗнӗ¹ - кипке; кокон.
хавха² - хавхалану; вдохновение.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха