Вилӗ туйӑм, вилтӗр!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Чӗлӗм витӗр ӗмнӗ чӑнлӑх

Йӳҫӗ пултӑр - ҫӑмӑлрах!

Ҫӑт та кӳп те лаштӑр! чӑнтӑх:

"Пулмалли пулать ҫавах".

"Куҫ ан куртӑр! Сӑрӑ сӗрӗм

Картлӗ-хуплӗ ӑс-тӑна,

Вилӗ туйӑм, вилтӗр! - терӗм, -

Тек ан тивтӗрччӗ кӑна.

 


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха