Асӑрха

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Калталла тӑсӑлса чупакан вӗлтӗрти кун-ҫула

Япӑрах! ярса тытрӑм тесеччӗ - хӳрийӗ кӑна.

Таркӑна тытасса ӗненсе, хӑвала-хӑвала

Шутламан: ҫамкапах ҫапӑнма, тӗлме-тӗл тӑрӑнма

Кантӑк пек витӗрех курнакан Чӑнлӑха...

Такӑнсан та ӳкмесӗр, утса та чупса пыракан,

Хашкасан аптраман кутӑна тивес ҫук-ха ахаль...

- Мӗн кӑтартӑн мана: Кам - юлташ, кам- тӑшман, кам - никам!?

Ӗнентӗрӗн тата: ӗнер мар, ыран мар, пурнӑҫ - халь!?

- Канлӗхӳ леш енче, йӗрмӗшет - асӑрха.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха