Пӗчченлӗх ҫавӑтрӗ алран
Пӗчченлӗх ҫавӑтрӗ алран,
Сукмаксӑр-ҫулсӑр ертрӗ - кайрӑм.
Утмалӑх пур-ха вӑйӑм ман,
Анчах нумай та пусаймарӑм -
Чӗрҫи ҫине лартсах, ара,
Сыптарчӗ шӑплӑх сыпкӑн-сыпкӑн:
Тути те техӗмӗ ҫӑра
Такам чуптунӑн хыттӑн-хыттӑн.
Атте те мар, анне те мар -
Тӗнче тытса тӑран Хӑватӑм!
Эсех-шим хыптарса кӑвар
Сӳнес ҫӗртен чӗртсе хӑвартӑн?!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха