Пӗлӗт
Кутамкка сӗтӗрсе ҫӳрекен почтальон пек
Хаш! хашлатрӗ такам тӳпере ӑнсӑртран...
"Йӑтаймастӑп текех - тӳнепех - йӑтаймас тек", -
Хулана ҫитсе ӳкрӗ сӑр Пӗлӗт аран.
Ҫумӑрне - ҫыру пек - лаштӑрах! сапаларӗ...
Кам кулать ҫырлахса, кам салхуллӑн йӗрет:
Тӗнчипе танккаса пухса килнӗ хыпарӗ -
Тун¹, ан тун - шӳтерет пурпӗрех вӗт кӗрет².
¹тун - хирӗҫле; отрицать
²кӗрет - уҫҫӑн; открыто, явно.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха