Пӗчченлӗх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Пӗчченлӗх:"Лар ҫумма пӗр ӑстрӑм,

Тултартӑм шӑплӑх - тутанар!

Кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк пӑсрӑм

Кунна юри, юри те мар:

 

Хыпса ҫунан ӑшу тамалтӑр¹,

Вут хунисен апачӗ - шав...

Ҫитет-ха кун - ҫӗклетпӗр алтӑр,

Ун чух манах калатӑн: "тав!"


 Халь сып сипетлӗ шӑплӑх лӑпкӑн:

Пехиллӗ сӑй² - тӗнче парни.

Аран илсе ҫитертӗм: вӑрттӑн,

Ятарласа, сана валли".

 

тамал¹ - лӑплан; утихать.

сӑй² - ӗҫме-ҫиме; угощение.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха