Тӗнчепе Самана

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Савӑшать Тӗнчепе амашка¹- Самана,

Иртӗхет - вӑтанма та пӗлмесӗр...

Кӗнтелемӗ¹ пулмашкӑн кӑна-им мана

Ҫакӑнта ӑсатсаччӗ-ха эсӗр,

Ваттисем!? Ма чӗнмесӗр тӑратӑр, ара?!

 

Пӗрине тепринчен хӑпӑтма-уйӑрма -

Тӗшшипе хуппи пек - кам-ха эпӗ?

Вӑхӑта сыхлакан сехетри шӑлтӑрман³

Шӑйранса пӗтмелле-тӗк пӗтетӗп:

Ман унччен - мӗн валли - ӑнланса юлмаллах!

 

амашка¹ - асӑх; распутница.

кӗнтелем² - куракан; свидетель.

шӑлтӑрма³ - катрашкаллӑ урапа; колесико часов

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха