Ҫавра
Ҫап-ҫара хут ҫинче хывӑнатчӗ Ҫавра¹
Йӗркесен чӗнтӗрне² ӳкерсе майӗпен.
Йӳтесе кайнӑ пек ташласа ун тавра
Вӑрлӑхне юхтаратчӗ телейлӗн Калем³.
Сӗрӗм пек явӑнать тухатуллӑ Хавха⁴.
Лӳчӗркенчӗк ҫинче сас парас Сӑмахсем.
Вӑй параҫҫӗ пире - ҫакӑ мар-и паха? -
Ырнине мантарса, пурӑнма хистесе.
ҫавра¹ - куплет; строфа.
чӗнтӗр² - шараҫ; кружева.
калем³ - ҫырмалли; перо.
хавха⁴ - хавхалану; вдохновение.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха