Анапестӑм ман
Ӑнсӑртран чарӑнса ларасран чӗрене - сехете
Ямб-Хорей¹ шӑлтӑрми² сулӑнсах хускатать пӗрехмай.
Сикчевсем тӑрӑнса кӗресрен сӑвӑлла ӗрете
Дактильпе Амфибрахий, Анапест³ ӗҫлеҫҫӗ: пӗр май.
Лӑк! тулса чарӑнса ларасран, армана-пуҫӑма
Сыхлакан Рифма-Ритм виҫелет шухӑша шӑп та шай.
Хам эп кам вӗсене те пулин пӑхӑнмасӑр тӑма?..
Ҫут тӗнче сыппине тытакан курӑнми пӗчӗк пай!
...Йӳтесе каймалла:
терт те пур - шайлашмалӑх термен⁴!
Ҫавӑнпа-и, ара, хӑвалаҫҫӗ: тавай та тавай!
Амашка⁵-Самана ҫиллинчен халӑха хӳтерме
Ах, юрать, тав Турра:
ман пекки пур татах та нумай!
ямб-хорей¹ - сӑвӑ виҫисем; стихотворные размеры.
шӑлтӑрма² - урапа; колесико, вертлюг в часах.
дактиль, амфибрахий, анапест - сӑвӑ виҫисем.
термен⁴ - хӑват, пултару; мощь.
амашка⁵ - ясар; распутница.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха