Урам
Турам-турам
касать урам
Ӗҫсе пӗрлешнӗ яллӑха¹.
Ҫуран, ҫуран
анса туран
Тухса кайсан, яланлӑха -
Мехел² килет-ши таврӑнма?
Савман пулсан...
савман пулсан
Тӑраттӑм-ши халь ҫакӑнта?!
Хура тӑпра, хура тусан
Ах, ма паха?!
...Тӑнтан³, тӑнтан! -
Каҫар, ҫӗр-шывӑм, ачуна...
¹яллӑх - ял тӑрӑхӗ (автор шутласа кӑларнӑ сӑмах -окказионализм)
²мехел - май; возможность.
³тӑнтан - айван; тугодум.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха