Кивҫенле талӑкран туянатӑп сехет
Кивҫенле талӑкран туянатӑп сехет,
Ҫитмесен - хаклашмасӑр - илетӗп каллех.
Саклата хӑварса ҫураҫулӑх, пехет¹
Тӳниччен айланатӑп²: кунта та халех!
Ыталасшӑн Ыран, Ӗнерхи ӗнерлет -
Пытарма Паяна, ман шутпа, иртерех!
Ҫырлахтартӑр малтан - кӗтсе тӑтӑр Ҫӗрле,
Йӑхлӑха³ хӑварма пултарсан - вилтӗрех!
Ҫурататӑп вара йӗрке хыҫҫӑн йӗрке
Тав туса, юратса, ырӑпа асӑнма.
...Аллӑмра - шухӑшпа ҫавӑрттарнӑ чӗркем:
Ӑтса⁴ юлнӑ Манпа Паянхи кунӑма.
¹пехет - телей; благополучие.
²айлан - аппалан; быть занятым чем-либо.
³йӑхлӑх - ӑратлӑх; для размножения.
⁴ӑт - куҫар; перенимать, скопировать
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха